И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗренекен студентсен раштаври стипендие ҫитес ҫулччен кӗтме тивӗ. Стипенди вырӑнне вӗсене ҫак уйӑхра 300-шер тенкӗ укҫа пама шантарнӑ.
Хавасланмалли ҫукрах хыпара студентсене аслӑ шкул ертӳҫисем раштавӑн 19-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Хӑҫантарах тӳлессине вӗсем уҫӑмлатайман енне: «Хамӑр та пӗлместпӗр. Тен, кӑрлач уйӑхӗнче, тен, нарӑсра», — тесе аптӑранӑ имӗш.
Стипендие вӑхӑтра тулейменни укҫана пӗтерсе тӑкнипе ҫыхӑннӑ пулать. Укҫасӑр ларакан ҫамрӑксем прокуратурӑна тата Вӗренӳ министерствине ҫӑхав ҫырма шут тытнӑ.
Раштавӑн 21-мӗшӗнче студентсемпе ЧППУра республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва хутшӑннӑ Андрей Иванов журналист ҫырнӑ тӑрӑх, стипенди пирки унта никам та ыйту ҫӗклемен.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ачасем валли чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 13-мӗшӗччен «Чувашские продукты — значит вкусно, натурально и полезно!» (чӑв. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ: тутлӑ, натурӑллӑ тата усӑллӑ) ӳкерчӗксен конкурсӗ иртнӗ. Унта хутшӑннисен чи лайӑх ӗҫӗсене республикӑри ӑмӑртӑва ярса пама суйланӑ.
Ӑна пуҫарнӑ ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн тата ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствисем ӑмӑрту тӗллевӗ усӑллӑ та натурӑллӑ апат-ҫимӗҫпе апатланма хӑнӑхтарасси, хамӑр патра туса илекен продукцие сарасси тата пултаруллӑ ачасене хавхалантарасси тесе палӑртнӑ.
Ӗҫсене ачасем ватман, картон, пир, хут ҫине акварельпе, ҫупа, тушьпа, тӗрлӗ тӗслӗ кӑранташпа, пурӑпа ӳкернӗ.
3–4-мӗш класрисенчен Анна Александрова, Елена Терентьева, Юлия Крыцова, Карина Яруськина ҫӗнтернӗ; 1–2-мӗшсенчен — Нелли Чубайкина. Вӗсем районти Ача-пӑчапа пултарулӑх центрӗнче ҫак ӑсталӑха илеҫҫӗ.
Муркашри вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Алена Кроликова 30 пин тенкӗ премие тивӗҫнӗ. Укҫана РФ Вӗренӳ министерствин кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ.
«О присуждении в 2016 году премий для поддержки талантливой молодежи» (чӑв. Пултаруллӑ ҫамрӑксене преми пама 2016 ҫулта ҫирӗплетесси ҫинчен) хушури хушаматсен йышне лекме Аленӑна Чӑваш Енри ҫамрӑк армеецсен IV спартакиадинче уйрӑм зачетра ҫӗнтерни пулӑшнӑ. Кунта хӗрачана пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене вӗрентекен Владимир Львов преподаватель тӳпине те палӑртмалла. Алена — «Родина» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв) юхӑм пайташӗ те.
Чӑваш Енрен премие 8 ача тивӗҫнӗ: Шупашкартан — тӑваттӑн, Шупашкар, Шупашкар, Патӑрьел, Вӑрмар районӗсенчен — пӗрер.
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкара Венӑри Андреас Каппелер профессор килсе ҫитнӗ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл чӑвашсем ҫинчен нимӗҫле кӗнеке пичетлесе кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ.
«Die Tschuwaschen: Ein Volk im Schatten der Geschichte» (Böhlau Köln, 2016.) (чӑв. Чӑвашсем: истори мӗлкийӗнчи халӑх) ят панӑскере юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти кооператив институчӗн акт залӗнче 10 сехет те 30 минутра хӑтланӑ. Чӑвашсем ҫинчен кӗнеке кӑларнӑ ятпа Австри ӑсчахне кооператив институчӗн ректорӗ Валерий Андреев, вӗренӳ министрӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Исаев, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов саламланӑ.
Сӑмах май каласан, пӗр кун маларах Андреас Каппелер профессор Чӑваш патшалӑх университетӗнче пулнӑ.
Диктанта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктанчӗ пӗрремӗш хут иртессине, тепгр майлӑ каласан, пирӗн республика та Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнма кӑмӑл тунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктантне 7 лапамра ҫыртарнӑ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те иртнӗ. Унта 15 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксем тата аслӑраххисем, пурӗ 500-е яхӑн ҫын, хутшӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче иртнӗ диктанта студентсемпе, наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫисемпе пӗрлех Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Иванов та ҫырнӑ.
Диктантӑн кӑтартӑвӗпе, тӗрӗс хуравсемпе, час-час тӗлпулнӑ йӑнӑшсене тишкернипе http://www.miretno.ru сайтра чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллашма май килӗ.
Чӑваш халӑх инструменчӗсен «Эревет» ача-пӑча ансамблӗ 35 ҫул, унӑн яланхи ертӳҫи вара С.В. Федотов 60 ҫул тултарнӑ. Ҫак пулӑм ячӗпе ушкӑна тата С.В. Федотова (вӑл — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ) республикӑри тӳре-шара саламланӑ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, сӑмахран, ушкӑна «чӑвашсен инструмент ӳнерне упраса хӑваракан лапам» тесе хакланӑ.
Министр юбилейҫӑсем патне пушӑ алӑпа пыман. Ансамль ертӳҫине министерствӑн Хисеп хучӗпе чысланӑ, ансамбле ҫур миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрасси ҫинчен сертификат тыттарнӑ. Вӑл укҫа сцена ҫине тухмалли тумтир туянма кайӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ вара музыка инструменчӗ туянма 350 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ.
Чӑваш Енре кӑҫал шкул пӗтерсе аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене кӗме пултарнисенчен кашни виҫҫӗмӗшӗ ют хулана тухса кайнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, 32 проценчӗ ытти регионти аслӑ шкулсене суйланӑ. Хамӑр республикӑра юлса кунти университетсене, академисене кӗнисем — 66 процент. Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне кӑҫал 6 457 ҫын тытнӑ. Вӗсенчен кашни виҫҫӗмӗшӗ аслӑ шкулсене тапса сикнӗ.
Ют хулана каякансенчен ытларахӑшӗ Мускав, Питӗр, Хусан хулисене суйланӑ. Чӑваш Енӗн республикӑн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускавпа Питӗре выпускниксенчен 14,5 проценчӗ кайнӑ, ҫав шутран 12,1 проценчӗ — ҫӗршывӑн тӗп хулине, 2,4 проценчӗ — Питӗре. Ытти регионти аслӑ шкулсене кӗме пултарнисенчен 7 проценчӗ Хусанта пӗлӳ илӗ.
Чӑваш Енӗн Правительствин ӗнер иртнӗ ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех ялти хыснаҫӑсене коммуналлӑ пулӑшушӑн саплаштарма уйӑракан укҫана вӑхӑтра куҫарса паманшӑн министрсене тата яваплисене хытах сӑмах тивнӗ. Ӳпкевӗ республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх, Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ, Культура министерствисен тата Патшалӑхӑн ветеринари службисене лекнӗ.
Укҫана Финанс министерстви вӑхӑтрах куҫарса панӑ иккен, анчах ҫынсем патне ҫитерессинче маларах асӑннӑ министерствӑсемпе ведомствӑсене пула чӑрмав сиксе тухнӑ.
Правительство ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер кӑлтӑкшӑн хытах ӳпкеленӗ, айӑплисене палӑртса явап тыттарма хушса хӑварнӑ. Республика ертӳҫи тӳлеве авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен куҫарма хушнине аса илтернӗ май яваплисем ҫынсен конституци прависене пӑснине палӑртнӑ.
Ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезчӗ вӑхӑтӗнче РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Чӑваш ГТРК журналисчӗн ыйтӑвне тӗлӗнсерех йышӑннӑ. Хӑйне евӗр ӑнланманлӑх пирки Александр Белов Фейсбукри хайӗн страницинче пӗлтернӗ.
Съезда хутшӑннӑ Ольга Васильева, пуян опытлӑ журналист асӑрханӑ тӑрӑх, йӑл кулманнипе асра юлӗ.
Прессӑпа калаҫнӑ чухне министр шӑртланчӑк пек курӑннӑ. «Айӑпсӑр кӑна ыйту панӑ ГТРКри Надя Андреевана ним ҫукран лекрӗ», — тесе ҫырнӑ Александр Белов. Тележурналист хай ыйтӑвне ҫапларах ҫавӑрттарса хунӑ: «Вӗренӳ министерстви ют ҫӗршыв студенчӗсене вырӑс чӗлхине епле пӗлнине экзамен тыттарса тӗрӗслеттерес пуҫарупа тухнӑ текен хыпар пур. Кун пирки тӗплӗнрех пӗлме май ҫук-ши?» Министр ыйтӑва тепӗр хутчен калама ыйтнӑ май ют ҫӗршыв студенчӗсене вырӑс чӗлхипе экзамен тытнинче ним ҫӗнни те ҫуккине кӗскен кӑна палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Иванова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама лартнӑ хыҫҫӑн министр портфельне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне Юрий Исаева тыттарас шанчӑк пуррине Чӑваш халӑх сайчӗ шӑп та лӑп уйӑх каялла пӗлтернӗччӗ. Вӑл хыпара эпир Александр Белов журналист ҫырни тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Унта вӑл ку хыпара Элтепер Администрацийӗнчи шанчӑклӑ ҫӑлкуҫ калани тӑрӑх пӗлнине асӑнса хӑварнӑччӗ.
Чӑн та, тӗрӗсех илтнӗ журналистика мэтрӗ — Юрий Исаева министр пуканне шанса панӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. 631-р номерлӗ хушӑва республикӑ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» баннерта вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |